Чӑваш Енри ачасем аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ олимпиадӑна хутшӑннӑ. Ӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗе тата культурологийӗн кафедри ирттернӗ.
«Наследие Ивана Яковлева» (чӑв. Иван Яковлевӑн эткерлӗхӗ) олимпиада ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче инҫет ҫыхӑну мелӗпе пулса иртнӗ. Унта хутшӑннисене сертификатсем парса хавхалантарнӑ. Олимпиадӑна, сӑмахран, Шупашкарти 61-мӗш шкулта вӗренекенсем те хутшӑннӑ.
Ӑртивансен Сӑварӗ
Ӗмӗрӗн вӗҫне ҫитсе тӑнӑ ҫынсенчен чылайӑшӗ хӑй пурӑнса ирттернӗ ҫулӗсемпе уйӑхӗсене, ҫӗрӗсемпе кунӗсене пӗр ҫӗре пуҫтарса, мӗльт-мӗльт ӗмӗлккен те пулин курса аса илет пулӗ тетӗп. Хӑшӗсене вара, уйрӑмах шухӑшпа тата туйӑмпа пуяннисене, пурнӑҫ вӗҫӗ кӗтмен-туман ҫӗртен апла е урӑхларах татӑлни канӑҫ памасть пулӗ, ыйтусен хуравне ыйхӑ ҫӗтерсе шыраттарать ӗнтӗ. Калӑпӑр, чӗрӗк ӗмӗрне те пурӑнса ҫитеймен Кашкӑрсен Кӗҫтенккийӗ (К.В. Иванов) куҫӗсене яланлӑх хупиччен ҫапларах ыйтнӑ иккен: «Йӑнӑш пулчӗ-им ӗнтӗ?».
Иван Яковлев виличчен пӗр виҫӗ уйӑх маларах вырӑсла пӗр сӑмах ҫаврӑнӑшӗ кӑна ас тунӑ теҫҫӗ, ӑна ҫине-ҫинех каланӑ мӗн: «Ах, зачем тогда... Ах, зачем тогда...». Шел, ун чухне патриархӑмӑртан пӗри те чӑвашла ыйтма тавҫӑрайман, вӑл мӗн пирки ҫапла каланине ӑнланмасӑр юлнӑ. Кашкӑр Хуначи (Геннадий Волков этнопедагог) хӑйӗн «Судьба патриарха» кӗнекинче (Шупашкар, 1998) хуравӑн тӗрлӗ тӗсӗсене сӗнсе, Яковлевӑн пурнӑҫра пулнӑ ӗҫне-пуҫне аса илсе ӗнентерме тӑрӑшни пур.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Чӑваш спектаклӗсен фестивалӗ пырать. Вӑл ӗнер, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, пуҫланнӑ.
Фестивале чӑваш патриархӗ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Виҫӗ куна пыракан фестиваль вӑхӑтӗнче виҫӗ спектакль кӑтартма палӑртнӑ. Вӗсем — Юхма Мишши ҫыравҫӑн хайлавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ «Куккук куҫҫулӗ» тата «Шурҫамка» спектакльсем тата «Сеспель» поэзи перфомансӗ. «Куккук куҫҫулӗ» спектакле ӗнер кӑтартнӑ.
Спектакльсене пӑхма Мускаври театр критикӗ Валентина Федорова килсе ҫитнӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ аслӑ вӗрентекенӗмӗре Иван Яковлева халалласа нумай материал пухнӑ. Вӑл вӗсемпе ыттисене те паллашма май туса панӑ.
Асӑннӑ материалсем тӑван тӑрӑх историне вӗренме, Иван Яковлева халалланӑ уроксемпе информаци сехечӗсем ирттерме усӑллӑ пуласса шанаҫҫӗ.
Вулавӑш пухнӑ материалсен шутӗнче — Иван Яковлев коллекцийӗ, «Патриарх чувашской культуры» (чӑв. Чӑваш культурин патриархӗ) тата «Письменная культура Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн ҫырулӑх культури) виртуаллӑ куравсем тата ытти те.
Илемлӗ вулакансен «Ялан янра, чӑваш чӗлхи!» онлайн-фестивалӗ пуҫланнӑ. Вӑл паянтан пуҫласа ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ таран пырӗ.
Ӑна Чӑваш Енӗн Ача-пӑчапа наци вулавӑшӗ ирттерет. Унта ачасем тата яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ хутшӑнма пултарӗ.
Онлайн-фестивале Чӑваш чӗлхи кунне тата аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Чӑвашла хайлавсене хитре вуланине ҫырса илсе #ЯнраЧӑвашЧӗлхи2023 тата #ЗвениЯзыкЧувашский2023 хештегсемпе «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче лартмалла.
«Чтобы язык жил, нужно им просто пользоваться». Ҫакӑн пек ят панӑ «Советская Чувашия» хаҫатӑн паянхи номерӗнче пичетленсе тухнӑ статьяна. Унта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртнӗ эрне вӗҫӗнче йӗркеленӗ стратеги сессийӗнче сӳтсе явнӑ ыйтусем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.
Тӑван чӗлхене упраса хӑварассипе энтузиастсем нумай ӗҫлени пирки статьяра асӑнса хӑварнӑ май Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторне, Чӑваш чӗлхин лабораторийӗн ертӳҫине Николай Плотникова ырӑпа асӑннӑ.
Хаҫатри материалта «Яндекс. Тӑлмача» та аса илнӗ, Аҫтахар Плотников пӗлтӗртенпе «Атӑл Тӑлмач» ресурспа ӗҫлени ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. Ку ӗнтӗ вӑл — чӑваш чӗлхине цифрӑлассиле ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫ.
Статьяра чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ ытти ҫивӗч ыйтӑва та хускатнӑ.
Чӑваш Енри шкулсенче ӗҫлекен тӑван чӗлхе учителӗсене форума пухӗҫ. «Пӗрлӗхре — вӑй» ят панӑ форум ака уйӑхӗн 24-25-мӗшӗсенче Шупашкарта иртӗ.
Унта Тутарстан, Пушкӑрт, Мордва, Мари Эл республикисенчен, Чӗмпӗр, Самар облаҫӗсенчен, Мускавран та педагогсем килсе ҫитеҫ. Пурӗ 500-е яхӑн вӗрентекен.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче паян «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗренесси тата аталантарасси» ҫумпрограммӑна пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе стратегиллӗ сесси иртнӗ. Аса илтеретпӗр, ҫумпрограммӑна 2020 ҫулта «Культура» программӑн ҫумӗнче йышӑннӑччӗ.
Чӑваш чӗлхине аталантармалли мелсене сӳтсе явассине Вӗренӳ институчӗн директорӗ Юрий Исаев ертсе пычӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова, ытти тӳре-шара хутшӑнчӗ. Стратегисене пилӗк сӗтел тавра сӳтсе яврӗҫ: «Чӑваш чӗлхи тата ҫамрӑксем», «Чӑваш чӗлхи вӗренӳ системинче», «Чӑваш чӗлхи интернетра», «Чӑваш чӗлхи тата Шупашкар», «Чӑваш чӗлхи тата культура». Кашни сӗтел хӑйӗн сӗнӗвӗсене хатӗрлерӗ, кайран ӑна презентацилерӗ.
«Чӑваш чӗлхи интернетра» сӗтел тавра пухӑннисем, сӑмахран, хӑйсен презентацине чӑваш чӗлхине чӑвашла калаҫсан аталантарма май пуррине тӗпе хурса хатӗрлерӗ. Килте те, шкулта та, ӗҫре те ытларах чӑвашла калаҫмалла тесе пӗлтерчӗҫ вӗсем. Ҫакӑн валли тӗрлӗ хатӗрсем туса парсан аван пулнине ҫирӗплетрӗҫ: чӗлхе синтезаторӗ, куҫаруҫӑсем, чӑвашла сарӑмсем, аудио-кӗнекесем, чӑвашла блогерсен йышне ӳстересси тата ытти те.
«Чӗлхи чӗрӗ, илемлӗ те сӗтеклӗ», — ҫакӑн пек хакланӑ Людмила Сачкова ҫыравҫа пултарулӑхне Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Австрийская. «Чӑн-чӑн профессионал писатель пек ӑста ҫырать вӑл», — ырланӑ калем ӑстине И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ольга Скворцова.
Людмила Сачковӑн «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнекине нумаях пулмасть Республикин Наци библиотекинчи «Варкӑш» литература клубӗнче тишкернӗ.
Унта Раиса Воробьева, Анатолий Кипеч, Василий Кервен, Лидия Сарине, Ара Мишши, Нина Артемьева ҫыравҫӑсем те хутшӑннӑ.
Чӑваш Республикин Вӗрентӳ институчӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, «Хыпар» издательство ҫурчӗ, Чӑваш наци радиовӗ, «Тӑван радио», Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 13 сехетре, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2023» акци ирттерӗҫ.
Диктант текстне 105,0 FM (Чӑваш Республикинче), 95,9 FM (Шупашкарта), 72,41 УКВ тата 100,3 FM радиохумсем ҫинче тӳрӗ эфирта вуласа паӗҫ. Диктант бланкне https://chrio.rchuv.ru/ сайтра вынаҫтарӗҫ.
Унсӑр пуҫне диктанта тӗрлӗ учрежденире пухӑнса ҫырма май туса парӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.